-4 °С
Пӗлӗтлӗ
ПР право информацийĕн порталĕнче пичетленнĕ документ тăрăх, йĕркелÿ комитечĕ «5» паллăпа вĕренекен мĕнпур ачасене, сусăр ачасене, спортра çитĕнÿсем тунисене, ÿнер воспитанникĕсене, служба тивĕçне пурнăçласа пуçĕсене хунисен ачисене, ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнисене тата нумай ачаллă çемьере çитĕнекеннисене парнесемпе тивĕçтермелле.
Уявсене кăшăлвируспа çыхăннă эпидеми лару-тăрăвне шута илсе чару мерисене пăхăнса йĕркелĕç. Вĕсене ирттерме регион тата муниципалитет хыснисенчен укçа-тенкĕ уйăрĕç.