

Фермерсем кăшăлвирус инфекцийĕпе чирлекен пациентсене пулăшу паракан медицина ĕçченĕсем валли сĕт, йогурт, катык тата тăпăрчă илсе килнĕ. Пĕтĕмĕшле экологи енчен таса продукци виçи 100 килограммпа танлашнă.
- Ытти сферăсенче ĕçлекен ĕçтешсем «Хĕрлĕ зонăра» ĕçлекен медицина ĕçченĕсем çинчен манманни кăмăла çĕклет, - тенĕ 13№ больницăн тĕп врачĕ Булат Гарифуллин савăннине пытармасăр.
«Живое село» кооператив йывăр лару-тăрăва лекнĕ тухтăрсемпе çынсене пĕрре мар пулăшнă. Ĕпхÿри инфекци госпиталĕн ĕçченĕсем тата Крестовоздвиженский чиркÿ çумĕнчи приютра хÿтлĕх тупнă çынсем фермер продукцине питĕ лайăх пĕлеççĕ. Çĕнтерÿ кунĕ умĕн кооператив председателĕ Айдар Габдуллин Халăх фрончĕн хастар çыннисемпе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене те сĕт продукци пуххисем парнеленĕ.