Куюргазă районĕнчи Кривле ялĕнчи культура çурчĕн ĕçченĕсем те çак акцирен пăрăнса юлман. Вĕсем пылак кучченеçсем илсе ялти фельдшер пуктне çитнĕ, Денис Файзуллин фельдшера кулленхи çăмăл мар ĕçĕшĕн тав тунă. Çамрăк сиплевçĕ кунпа çĕрĕн кирек хăш вăхăтĕнче те пулăшу ыйтакансем патне васкать. Тепĕр чух йывăр чирлекенсем патне килрен киле çÿреме тÿр килет. Унсăр пуçне чирленĕ ял çыннисем медицина пунктне процедурăсем тутарма килсе çÿреççĕ. Йывăр пулин те, çамрăк специалист хăйĕн ĕçĕпе кăмăллă. Клуб ĕçченĕсем хальхи çăмăл мар вăхăтра Денис Файзуллина çирĕп сывлăх суннă.
«Тухтăрсем валли пĕчĕк савăнăç» акци – медицина ĕçченĕсемшĕн тума пултарнă ырă ĕçсен пĕр пĕчĕк пайĕ çеç. Шурă халатлă çынсен çăмăл мар ĕçĕ кашни çыншăн хаклă та пĕлтерĕшлĕ пулнине пирĕн асра тытмалла, вĕсене тав тума манас марччĕ.