Пур хыпар та
Новости
20 Ноябрӗн 2021, 15:40

Хура тул çитĕнтерессипе - Пушкăртстан малтисен шутĕнче

Кăçал çĕршыври аграрисем пĕр миллион тонна ытла хура тул пуçтарса илнĕ. Çакă иртнĕ çулхи кăтартусенчен 66 пин тонна нумайрах. Раççейри Ял хуçалăх министерствин прогнозĕ тăрăх, кĕрпе тумалли пĕтĕмĕшле чĕр тавар виçи 2020 çулхинчен ытларах пулмалла, хура тултан тĕрлĕ продукци туса кăларакан предприятисене унпа çителĕклĕ тивĕçтермелле.

Хура тул çитĕнтерессипе - Пушкăртстан малтисен шутĕнче
Хура тул çитĕнтерессипе - Пушкăртстан малтисен шутĕнче

Çак культурăна туса илекен регион лидерсен шутне Пушкăртстан та кĕрет. Çавăн пекех Алтай крайне, Курскпа Воронеж тата Орел облаçĕсене палăртмалла. Вĕсем (пилĕк регион) Раççейри мĕнпур хура тулăн 75 процентне çитĕнтереççĕ. Çав вăхăтрах чĕр тавара апат çимĕçе çавăракан регионсен шучĕ 49-ра çитет. Федераллă аграри ведомствинче хальхи вăхăтра çак культурăна Раççейре çитĕнтерни çĕршывăн шалти рынокĕ ыйтнине тивĕçтернине палăртнă.

Пушкăртстанри çĕр ĕçченĕсем кăçал, типĕ çанталăк тăнине пăхмасăр, самай лайăх тухăç туса илнĕ. Пĕтĕмĕшле республикипе 48 пин гектар йышăнакан хура тул анисенчен ял хуçалăх предприятийĕсем 38 пин тонна тĕш тырă пухса илнĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас