Пур хыпар та
Новости
21 Ноябрӗн 2021, 15:40

Çтерлĕ районĕнче украин культурин интерактивлă музейне хăтланă

Çтерлĕ районĕнчи Золотошко ялĕнче украин культурин «Иртнисĕр малашлăх çук» интерактивлă музей хăтлавĕ (презентацийĕ) иртнĕ.

Çтерлĕ районĕнче украин культурин интерактивлă музейне хăтланă
Çтерлĕ районĕнче украин культурин интерактивлă музейне хăтланă

Асăннă проект, Пушкăртстанри Гражданла обществăна пулăшу кÿмелли фонд пулăшнипе, Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕн грантне çĕнсе илмелли конкурс çĕнтерÿçи пулса тăнă, 563 036 тенкĕ гранта тивĕçнĕ.

Проекта украин халăхĕн историне сыхласа хăварас, çынсене культурăпа халăх пултарулăхĕ енне çавăрас, хамăр халăхăн, çемьен йăли-йĕркисене хисеплес тата вĕсемпе мăнаçланас, культурăпа йăла-йĕркесене аталантарас тĕллевпе хатĕрленĕ.

Музей валли манекенсем, çĕнĕ курав витринисем тата тĕрлĕ техника хатĕрсем (ноутбук, телевизор, нумайфунциллĕ хатĕр) туяннă. Вĕсемпе усă курса документсене, сăн ÿкерчĕксене, экспонатсене сканерлама тата йĕркене кĕртме пулать.

- Малашне Золотошко ялĕнчи украин культурин «Иртнисĕр малашлăх çук» интерактивлă музей тĕрлĕ ăрусен пĕр-пĕринпе хыпарсемпе улшăнмалли, кăсăк тĕлпулусемпе экскурсисем ирттермелли вырăн пулĕ. Вĕсем урлă çынсем тăван тăрăх историне тарăнрах та анлăрах пĕлĕç, аслă ăрăва хисеплеме, Тăван çĕршыва юратма хăнăхĕç. Проектпа килĕшÿллĕн сувенирсемпе тĕрлĕ япаласем тумалли мастер-классем иртĕç, унта хутшăнакансем украин халахĕн культурипе тата йăли-йĕркисемпе паллашĕç,- тенĕ Çтерлĕ районĕнчи тĕп библиотекăн ĕçченĕ, проектăн ертÿçи Лилия Талипова.

Саванăçлă мероприятине ПР Туслăх çурчĕн пай пуçлăхĕ Ляйсян Миниханова, Çтерлĕ район администраци пуçлăхĕн çумĕ Светлана Кизина, администрацин культура, спорт, çамрăксен политики енĕпе тата обществăлла пĕрлешÿсемпе ĕçлекен управлени ертÿçи Павел Шорохов, РФ тата ПР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Çтерлĕ районĕн хисеплĕ гражданинĕ Анатолий Коваленко, Тюрюшли ял Канаш хутлăхĕн администраци пуçлăхĕ Александр Мудрый, ПР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Çтерлĕ районĕн хисеплĕ гражданинĕ Илья Захаров тата ытти сумлă юлташсем хутшăннă.

Золотошко ялĕнчи украин культурин «Иртнисĕр малашлăх çук» интерактивлă музей килсе çÿрекенсене ноябрь уйăхĕн 20-мĕшĕнчен йышăнма пуçланă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас