- Кăçалхи çулăн пуçламăшĕнче республикăра 90 çултан иртнĕ 19,7 пин çын пурăннă. Нумай пурăнакансен хушшинче ытларах хĕрарăмсем – пĕр арçынна 3-4 хĕрарăм тÿр килет, - пĕлтернĕ ведомство аналитикĕсем.
Степанида Павловна Елисеева – Пушкăртстан Республикинче иккĕмĕш ĕмĕре ярса пуснисенчен пĕри, çавăн пекех Авăркас районĕнче 100 çулхи чикке парăнтарнисенчен пĕртен-пĕр çын. Ноябрь уйăхĕн 17-мĕшĕнче Степанида Павловна педагогика ĕçĕн ветеранĕ, тыл ĕçченĕ хăйĕн 102-мĕш çуралнă кунне паллă тунă. Ăна çак паллă кунпа саламлама Чăваш Хурамал ял Канашĕн администраци ĕçченĕсем килсе çитнĕ. Çулĕсем самаях пулин те С.П. Елисеева хăйне лайăх туять. Ял Канаш пуçлăхĕ Николай Ефремов пĕр ĕмĕр урлă каçнă сумлă кинемее çирĕп сывлăх, чунра вăй-хал, çывăх çыннисен юратăвĕпе тимлĕхне туйса тата та нумай çул пурăнма суннă. Çамрăксем унтан вĕренмелли, ырă тĕслĕх илмелли чылай пулнине те палăртнă. Тыл ĕçченĕн сăмахĕсем тăрăх, вăл ĕмĕр тăршшĕ сывлăхлă пурнăç йĕрки тытса пынă. Халĕ те çакна тĕпе хурать. Унсăр пуçне кинемей тĕрĕс те сывă апатлану йĕркине пăхăнать. Степанида Павловна ĕлĕкренех хурт-хăмăр тата качака ĕрчетнĕ. Паянхи кун та çак ĕçсене кăмăллать.