Пур хыпар та
Новости
22 Ноябрӗн 2021, 12:50

Раççей Президенчĕ кăшăлвирусран ревакцинаци иртнĕ

Çак кунсенче Владимир Путин «Спутник Лайт» вакцина тутарнă.

Раççей Президенчĕ кăшăлвирусран ревакцинаци иртнĕ
Раççей Президенчĕ кăшăлвирусран ревакцинаци иртнĕ

 - Эсир тата сирĕн ĕçтешсем сĕннипе эпĕ тата тепĕр прививка – «Спутник Лайт» - тутартăм. Çакă ревакцинаци шутланать, - тенĕ патшалăх пуçлăхĕ Гамалея ячĕллĕ Эпидемиологи тата микробиологи центрĕн директорĕн çумĕпе Денис Логуновпа тĕл пулнă май.

Владимир Путин хăйне прививка тутарнă хыççăн лайăх туйнине те палăртнă.

Çавăн пекех Раççей лидерĕ хăй ирĕкĕпе кăшăлвирусран сăмсана сапмалли вакцина экспериментне те хутшăнма килĕшнĕ. Денис Логунов пĕлтернĕ тăрăх, çакна тăвас тесен килĕшÿ тумалла, ăна алă пусмалла. Тĕлпулу вăхăтĕнче Владимир Путин кирлĕ документсене алă пусма хатĕррине те палăртнă.

 - Килĕшсе татăлтăмăр, алă пусăп. Çакна паянах тума пулать, - тенĕ çĕршыв пуçлăхĕ.

Сăмах май, кăçалхи çуркунне Владимир Путин кăшăлвирусран икĕ компонентлă прививка – Спутник V – тутарнă пулнă.      

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас