Пур хыпар та
Новости
22 Ноябрӗн 2021, 10:20

Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннисене халалланă палăксем уçăлнă

Пушкăртстанри  Çтерлĕпуç районĕнчи Совет Союзĕн Геройĕн Абдулла Шангареевич Ахметовăн тăван Юмагузино ялĕнче Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннисен палăкне уçнă.

Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннисене халалланă палăксем уçăлнă
Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннисене халалланă палăксем уçăлнă

Чаплă мероприятире Куганакпуç ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Хантемир Галиев тата Совет Союзĕн Геройĕн ывăлĕ Айрат Ахметов сăмах тухса каланă.

Палăка вырăнти пуçарусене пулăшмалли программăпа лартнă. Çавăн пекех асăннă программа витĕмĕпе Яшерганово тата Табулда ялĕсенче Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннисен палăкĕсене юсанă хыççăн уçнă.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас