Пур хыпар та
Новости
23 Ноябрӗн 2021, 14:15

Халăх хур нимисенче ĕçлесе савăнать

Пĕрремĕш юр хыççăн хĕллехи пĕрремĕш сивĕсем çитсен, çырмасем пăрпа витĕнсен ял-саласенче хур-кăвакалсене пусма пуçлаççĕ. Ĕлĕкренех хур нимине кÿршĕ-пĕлĕшсемпе, тăвансемпе тата çывăх çынсемпе ирттернĕ. Паянхи кун та çак йăла-йĕрке сыхланса юлнă. Çакна республикăн тĕрлĕ районĕсенче кĕрленĕ нимесем те çирĕплетсе параççĕ.

Халăх хур нимисенче ĕçлесе савăнать
Халăх хур нимисенче ĕçлесе савăнать

Сăмах май, ноябрь уйăхĕн 20-мĕшĕнче Кармаскалă районĕнчи Сихун ялĕнче пурăнакан Матвеевсен çемйинче ялти чи кăмăллă ĕçсенчен пĕри – хур ними – иртнĕ. Асăннă çемье çултан çул килти кайăк-кĕшĕке йышлă усрать. Хурсене пусассипе, вĕсен тĕкне çăлассипе çыхăннă ĕç хăвăртрах та хаваслăрах ирттĕр тесе çемье хур ними йĕркелеме йышăннă. Ир-ирех Матвеевсен хуçалăхĕнче ĕç вĕресе тăнă. Кил хуçи арăмĕ хур нимине пухăннисене чăваш апачĕпе – хуплупа – кĕтсе илнĕ. Апатланнă хыççăн хĕрарăмсем ĕçе пикеннĕ: пуснă хурсене вĕри шыв ăшне чиксе кăларнă‚ вĕсене çакăн пек «пĕçернĕ». Унтан нимеçĕсем юрăсем шăрантарса, пĕр-пĕрне интереслĕ пулăмсем каласа парса кайăк-кĕшĕкĕн тĕккисене çăлнă. Çапла майпа пухăннă тĕксене сарса типĕтме хунă. Типнĕ хыççăн вĕсене чĕрсе тÿшек-минтер тума пулать-çке. Хĕрарăмсем пÿртри ĕçсене вĕçлесен йышпах хурсене кĕвентисем çине çакса çăла çума кайнă. Çăлран таврăнсан вара нимеçĕсем тутлă хур ашĕпе хăналаннă.

Çак кунсенче Авăркас районĕнчи Чăваш Хурамал ялĕнчи Людмила Ефремован килĕнче те ĕлĕкхи йалана малалла илемлĕн тăснă. Людмила Аркадьевна 15 хур пăхса çитĕнтернĕ.

 - Эпир хур уявне паллă тăватпăр. Хур пысăк кайăк, ашĕ вара питĕ тутлă. Унăн какайĕ кăна мар, мамăкĕ те, тĕкки те, çăвĕ те паха. Çакăн пек уявсем, йăла-йĕркесем ăру çыхăнăвне сыхласа хăварма пулăшаççĕ. Çак йăла пирĕн ачасемшĕн интереслĕ те пĕлтерĕшлĕ пуласса шанатпăр, - тенĕ çемье пуçĕ Михаил Александрович.   

Пирĕн ăрушăн паянхи хур ними ĕлĕкхинчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Кăмакара икерчĕ пĕҫерес, хур çăвĕпе сĕрсе çиес йăла кăна çук, мĕншĕн тесен кăмакасене сÿтнĕ.

Ирида НОВИКОВА.

Кармаскалă - Авăркас районĕсем. 

 

Халăх хур нимисенче ĕçлесе савăнать
Халăх хур нимисенче ĕçлесе савăнать
Халăх хур нимисенче ĕçлесе савăнать
Халăх хур нимисенче ĕçлесе савăнать
Халăх хур нимисенче ĕçлесе савăнать
Халăх хур нимисенче ĕçлесе савăнать
Халăх хур нимисенче ĕçлесе савăнать
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас