

Шел пулин те, пĕр хĕр шăпи пирки телейлĕ тееймĕн. Пушкăрт патшалăх медицина университечĕн 20 çулхи студентки Анастасия П. Хусан хулинчи 7№ больницăна пĕрремĕш лекнĕ. Вăл, ахăртнех хăнара пулнă май, «незамерзайка» текен шĕвеке ĕçсе наркăмăшланнă. Пушкăртстан хĕрĕ тăна кĕмесĕрех вилнĕ – унăн чĕри ноябрь уйăхĕн 19-мĕшĕнче тапма чарăннă.
Ноябрь уйăхĕн 16-мĕшĕнче, ир енне, хĕр хăйне начар туя пуçланă. Юлташĕсем каланă тăрăх, унăн кăмăлĕ пăтраннă, алли ыратнă, калаçма пултарайман. Анастасия амăшĕ федераллă массăллă информаци хатĕрĕсенчен пĕрне хĕрĕн икĕ пÿри те пулнă тесе пĕлтернĕ ( чылай журналист унăн пĕр пÿре çес тесе çырнă – авт.). «Анчах та Настьăн сывлăхĕ япăхччĕ», - тесе хуравланă Светлана П.
19 çынран тăракан ушкăн Хусан çывăхĕнчи поселокра пĕр яшăн çуралнă кунне паллă тума пухăннă. Вун виçĕ çын метанолпа наркăмăшланса больницăна лекнĕ. Унтан сиенленнисен шучĕ 15 çитнĕ. Кану каçĕнче пулнисенчен 10 çамракĕ Пушкăртстанран, çав шутра çуралнă кунне паллă тăвакан каччă та. Следстви ăнлантарса панă тăрăх, çамрăк çынсем суррогатлă алгокольпе наркăмăшланнă. Ăна вĕсем праçник умĕн туяннă.