Новости
23 Ноября 2021, 12:40

Пĕччен атте-аннесене командировкăсемпе çĕрлехи ĕçсенчен хăтарĕç

Малашне пĕччен атте-аннесене нормăпа палăртнинчен ытлашши сехетсем ĕçлеме тата ĕçри командировкăсене çÿреме вĕсем килĕшÿ парсан çеç явăçтарĕç. РФ Ĕç кодексĕнче çирĕплетнĕ çĕнĕ положени ноябрь уйăхĕн 30-мĕшĕнчен вăя кĕрĕ.  

Пĕччен атте-аннесене командировкăсемпе çĕрлехи ĕçсенчен хăтарĕçПĕччен атте-аннесене командировкăсемпе çĕрлехи ĕçсенчен хăтарĕç
Пĕччен атте-аннесене командировкăсемпе çĕрлехи ĕçсенчен хăтарĕç

Унччен маларах чару мерисем 5 çулчченхи ачасем çитĕнтерекен пĕччен атте-аннесене пырса тивнĕ пулнă. Унсăр пуçне ĕç паракан нумай ачаллă атте-аннесене е тулли çемьери (ачисем 14 çулчченхисем пулсан) ашшĕ е амăшĕ вахта мелĕпе ĕçленĕ пулсан çĕрлехи смена сĕнме е срокран ытлашши сехетсем ĕçлеме хистеме пултарайман. Çĕнĕ правилăсемпе килĕшÿллĕн ĕç паракан ĕçлекене нормăран ытлашши е çĕрлехи ĕçе явăçтарас тесен, ĕç çыннин ăна хăй ирĕкĕпе çырса килĕшÿ памалла. Ĕçпе тивĕçтерекен сĕннипе килĕшмессе право пурри çинчен те унăн ĕçлекене маларах паллаштармалла. Çавăн пекех çĕнĕ йĕрке командировкăсене те пырса тивет.

Унсăр пуçне саккун инвалидсене тата чирлĕ тăванĕсене пăхса пурăнакан ĕçченсене, вĕсене командировкăсене янă вăхăтра, хушма гарантисемпе тивĕçтерет. Халĕ вĕсен те çырса килĕшÿ памалла.         

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас