Пур хыпар та
Новости
23 Ноябрӗн 2021, 12:07

Ÿпкине 80% сиенлетнĕ кăшăлвируса çĕнтерсе ĕçе тухнă

Дания Рычкаль процедурăсем тăвакан медсестра Çтерлĕпуçĕнчи район больницинче  43 çул ĕçленĕ. Кăшăлвирус сарăлакан эпицентрта пулнăскер – COVID – 19 ерессинчен асăрханайман. Иртнĕ çулхи март уйăхĕнче питĕ вăйлă чирленĕ, чутах кăшăлвируса пула пурнăçран уйрăлнă медиксен списокне кĕмен.   

Ÿпкине 80% сиенлетнĕ кăшăлвируса çĕнтерсе ĕçе тухнă
Ÿпкине 80% сиенлетнĕ кăшăлвируса çĕнтерсе ĕçе тухнă

 - Ун чухне эпĕ Çтерлĕ хулинчи инфекци госпитальне лекрĕм. Тухтăрсем ÿпке 80 сиенленнине палăртрĕç. Хама калама çук начар туяттăм, виçĕ кун комăра пулнă, ун хыççăн икĕ эрне реанимацинче вырттарчĕç. Тухтăрсем мана леш тĕнчерен туртса кăларчĕç тесен те йăнăш мар пуль. Эпĕ питĕ телейлĕ,  мĕншĕн тесен сывă тăрса юлтăм. Хама ура çине тăратакансене чунтан тав тăватăп. Паллах, хамăн пациентсене те. Вĕсен шутĕнче шăнкăравласа маншăн кĕл тăватпăр текенсем пулчĕç. Йывăр вăхăтра вĕсен ырă сăмахĕсем питĕ пулăшрĕç. 43 çул хушши сывлăх хуралĕнче тăни маншăн ахаль иртмен иккен. Пациентсем чунтан  тав тунисем ман пата ырăпа çаврăнса çитсе  йывăр чиртен хăтăлма пулăшрĕç. Çавăнпа та чиртен сывалса çитсенех ĕçе тухрăм. Кунта, пациентсем хушшинче, хама лайăхрах туятăп, -  тет Дания Рычкаль.

Ун сăмахĕсем тăрăх, йывăр чир пĕр паллăсăр иртсе каймасть. Темиçе уйăхран та эмелпе сипленессине малалла тăсмалла.

«Пĕтĕмпех сывалса çитрĕм тесе калама çук. Хăш чух юн пусăмĕ ÿссе каять. Хырăмра апат ирĕлесси пăсăлчĕ. Çавăнпа та вакцинаци тăвасси çинчен ыйту  хускатсассăн эпĕ шухăшласа та тăмарăм. Чирлесе ирттернĕ хыççăн çур çултан «Спутник V» вакцина тутартăм. Пĕрремĕш компонентне те, иккĕмĕшне те çăмăл тÿссе ирттертĕм. Пĕр шутласа тăмасăрах прививка тумалла. Ун пирки эпĕ хамăн пациентсене те калатăп. Уйрăмах ватă çынсене. Прививка – кăшăлвирус хĕне каясран хăтăлмалли чи шанчăклă меслет. «Эпĕ ниçта та тухса çÿреместĕп, пурпĕрех килте ларатăп» тени сире çăлса хăвармасть» - тет медсестра.

Нумай çул хушши ĕçлекен медицина сестри унпа пĕр ÿсĕмрисем халĕ те прививкăпа ушкăн иммунизаци вăйне ăнланманран тарăхать. Çынсем  ытларах тĕрлĕ суя информацие ĕненеççĕ тет.

- Ман историе пĕлекенсенчен хăшĕ-пĕри  килсе канашлаççĕ, прививка тумаллипе килĕшеççĕ. Çынсене  çавăн пек тĕслĕхсем, пурнăçра пулса иртнĕ историсем каласа памалла, ун чухне вĕсем вакцина тума килĕшĕç, - тет Дания Гузалевна.      

Надежда РОДИОНОВА.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас