Пур хыпар та
Новости
23 Ноябрӗн 2021, 11:05

Пушкăртстанра 2291 Çĕнĕ çул чăрăшĕ лартĕç

Пушкăртстанра Çĕнĕ çул чăрăшĕсене вырнаçтарма пуçланă та ĕнтĕ. Республикăра пурăнакансене 2291 Çĕнĕ çул чăрăшĕ савăнтарĕ.

Пушкăртстанра 2291 Çĕнĕ çул чăрăшĕ лартĕç
Пушкăртстанра 2291 Çĕнĕ çул чăрăшĕ лартĕç

Кăшăлвируса пула урамри лаптăксене ытларах тимлĕх уйăрасси çинчен Республика пуçлăхĕн администраци пресс-служби пĕлтернĕ.

Пурĕ 1160 Çĕнĕ çул лаптăкĕсем, 756 пăр катокĕ тата 1173 тăвайкки хатĕрлĕç. Ĕпхÿ хулинче Çĕнĕ çул лаптăкĕсене çурт картишĕсенче те йĕркелĕç. Çапла майпа ытларах çын уявпа савăнма пултарĕ.

Арт-объектсен (электричествăпа çуталса тăракан тĕрлĕ кĕлеткесем) шутне 1,5 хут нумайлатма палăртаççĕ. Площадьсемпе çуртсен мал енĕсене çутăпа илемлетĕç. Вĕсен пĕтĕмĕшле вăрăмăшĕ 269 пин метр пулĕ.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас