Урал сасси
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
24 Ноябрӗн 2021, 16:07

«Нарспи» чăваш халăх фольклорпа этнографи ансамбльне - 35 çул

Çак кунсенче 1986 çулхи ноябрь уйăхĕн 21-мĕшĕнче йĕркеленнĕ «Нарспи» чăваш халăх фольклорпа этнографи ансамблĕ 35 çул тултарчĕ.

«Нарспи» чăваш халăх фольклорпа этнографи ансамбльне - 35 çул
«Нарспи» чăваш халăх фольклорпа этнографи ансамбльне - 35 çул

Çак тапхăр нарсписемшĕн пултарулăх анинче чăннипех те çутă вăхăтсем темелле. Ансамбль Пушкăртстанри кашни районта тенĕ пекех пулса хамăр республикăри чăвашсене çеç мар, Мускавпа Самарăра, Тутарстанпа Чăваш Енре пурăнакан йăхташăмăрсене те чун апачĕ, канăçлăхĕ парнелерĕ.
«Нарспи» ансамбль Пушкăртстан Республикинчи наци культурин кăшăлне тивĕçлĕн вырнаçрĕ. Пултарулăх ушкăнĕ çулсем тăршшĕпе халăх юрри-ташшисен сайра тĕл пулакан уйрăмлăхĕсене упраса вĕсене çĕнĕлĕхсемпе, чĕрĕ кăмăл-туйăмпа, ăсталăхăн иксĕлми вăй-халĕпе пуянлатать. И.Я. Яковлева, К.В. Иванова, Я.Г. Ухсая, Ф.Н. Вуколов-Эрлике, Г.И. Комиссарова тата ытти пултаруллă çынсене халалланă календарьти паллă мероприятисем пĕри те «Нарспи» ансамбль хутшăнмасăр иртмеççĕ.
Пултарулăх ушкăнне кăмăллакансемпе пĕрле эпир те юбилей савăнăçне пайлатпăр, «Нарспи» ансамбле тăван халăхăн культурăпа истори еткерне малашне те упраса тата аталантарса пыма сунатпăр. Юбилей вăл – тунă ĕçсене пĕтĕмлетни, ăнтăлусемпе пултарулăх шухăш-кăмăлĕсене пысăка хурса хак пани. Çак кун ансамбль хастарĕсене, ветеранĕсене, «Нарспи» ансамбле йĕркелесе ярас ĕçе хутшăннисене пурне те наци культурипе искусствине аталантарас ĕçре пысăк тÿпе хывнăшăн тав тăватпăр. Сире пĕтĕм чунтан çирĕп сывлăх, ăнăçу, çĕнĕ концерт номерĕсемпе çитĕнÿсем тума сунатпăр.
ПР чăвашсен Канашĕн президиумĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: