Новости
24 Ноября 2021, 07:45

«Сĕт кухнинче» халĕ çĕнĕ тăпăрч пур

Пушкăртстанра «Сĕт кухнин» сечĕ аталанать. Çакăн çинчен Республика пуçлăхĕ Радий Хабиров социаллă сетьри страницинче пĕлтернĕ.

«Сĕт кухнинче» халĕ çĕнĕ тăпăрч пур«Сĕт кухнинче» халĕ çĕнĕ тăпăрч пур
«Сĕт кухнинче» халĕ çĕнĕ тăпăрч пур

Малтан пулнă сĕт кухнисене çĕнĕрен ĕçе кĕртме виçĕ çул каялла пуçланă, çак вăхăт хушшинче 7 производство вырăнĕ уçнă. Вĕсем Ĕпхÿ, Çтерлĕ, Нефтекамск, Октябрьский, Белорецк, Сибай хулисенче тата Верхние Киги ялĕнче вырнаçнă. Çавăн пекех муниципалитетсенче продукцие салатакан 140 пункт ĕçлет.

Пушкăртстанра сĕт продукцине 23 400 сахал тупăшлă çемьери ачасем, тăлăх тата ашшĕ-амăш тимлĕхĕсĕр юлнă 39 ача, 404 йывăрлă тата ачине кăкăр ĕмĕртекен хĕрарăм илсе тăраççĕ.

- Нумай пулмасть «Сĕт кухнин» продукцийĕсене çĕнĕ йышши тăварук хутшăннă. Ăна малтанхисем пекех паха сĕтрен хатĕрлеççĕ. Вăл тутлă та усăллă. Май пур таран продукцие салатакан çĕнĕ пунктсене уçма, малашне республикăри пур районсене хамăр продукципе тивĕçтерме палăртатпăр. Ачасемпе амăшĕсен сывлăхĕ малти вырăнта пулмалла. Çавăнпа та çак ĕç кирлĕ те усăллă пулĕ тесе шутлатăп, - палăртнă Радий Хабиров.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас