Пур хыпар та
Новости
24 Ноябрӗн 2021, 10:23

Виталий Тарасов ведомство медальне тивĕçнĕ

2021 çулхи ноябрь уйăхĕн 10-мĕшĕнче ПР Сывлăх сыхлав министерствин оперативлă канашлăвĕнче Толбазăри Тĕп больницăн тĕп врачне Виталий Григорьевич Тарасова «Пушкăртстан Республикинчи сывлăх сыхлавĕ умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» медальпе наградăланă.

Виталий Тарасов ведомство медальне тивĕçнĕ
Виталий Тарасов ведомство медальне тивĕçнĕ

Нумай çул хушши сывлăх сыхлав системинче тăрăшнăшăн тивĕçнĕ наградăна ПР сывлăх сыхлав министрĕ Максим Забелин панă. Вăл В.Г. Тарасов Авăркас район тата Пушкăртстан Республикин сывлăх сыхлавне пысăк тÿпе хывнине палăртнă.
Виталий Григорьевича тивĕçлĕ наградăна илнĕ ятпа ăшшăн саламлатпăр. Ырлăх-сывлăх, ăнăçу тата телей сунатпăр.
Надежда РОДИОНОВА.
Редакцирен. Çак кунсенче ПР Сывлăх сыхлав министерствинчен черетлĕ хыпар килсе çитрĕ. Ведомствăн ноябрь уйăхĕн 15-мĕшĕнче кăларнă приказĕпе килĕшÿллĕн Толбазăри Тĕп больницăн тĕп врачĕ пулма Р.Р. Иштуков юлташа çирĕплетнĕ.
В.Г. Тарасов çак должноçра 10 çул вăй хунă (халĕ тивĕçлĕ канăва кайнă), пĕтĕмĕшле сывлăх сыхлав сферинче – 34 çул. Çÿлерех асăннă медаль унăн ĕçне патшалăх тивĕçлипе хак панине çирĕплетет.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: