Пушкăртстанра 2021 çулхи январь уйăхĕнчен пуçласа май уйăхĕччен спирт тытăмлă шĕвексенчен 141 çын пурнăçĕ татăлнă. Республикипе 100 пин çын пуçне 3,5 çын наркăмăшланса вилет.
Спирт тытăмлă продукципе наркăмăшланнă тĕслĕхсене Ĕпхÿ хулинче (38), Салаватпа Çтерлĕ (6-шар), Октябрьский (4), Ишимбай (3), Пелепейпе Белорецк, Благовещенскпа Нефтекамск (2-шер), Баймакпа Бирск, Давлеканпа Кумертау, Янаул хулисенче (1-шер), Элшейпе Баймак, Белорецкпа Краснокам, Татăшлăпа Туймазă районĕсенче (3-шер), Благоварпа Буздяк, Бурзянпа Караидель, Кармаскалăпа Куюргазă, Мечетлĕпе Учалă, Чекмагушпа Шаран районĕсенче (2-шер), Аскинпа Бакалă, Балтачпа Давлекан, Калтасăпа Кигин, Мелеузпа Мишкин, Нуриманпа Салават, Çтерлĕпуçпе Çтерлĕ тата Чишма районĕсенче (1-шер) регистрациленĕ.