

25-мĕш микрорайонти çĕнĕ сквера нумайăшĕ «Сказка» ят парасшăн пулнă. Тирпей-илем кĕртес ĕçе кунта 2020 çулта тытăннă. Пуш-пушă çĕртре ытарма çук илемлĕ канмалли вырăн – хăрушлăхсăр сий (безопасное покрытие) сарнă, чуччусемпе тăвайккисем вырнаçтарнă ача-пăча вылямалли хула - ÿссе ларнă. Çавăн пекех спорт тренажерĕсем, турниксем, пусмасем, ача-пăча хăпарма валли ятарлă сăртсем пур. Юмахри чĕр чунсен кĕлеткисем те нумай. Аслисене уçăлса çÿремелли вырăнсем те тунă. Скверта çутă ирттернĕ, сукмаксем туса тухнă, йывăçсем, тĕмескесем лартнă.
Октябрьски хулинчи 34-мĕш тата 35-мĕш микрорайонсем хушшинчи сквера халĕ ытларах «Звездный» пек пĕлеççĕ. Кунта строительсем бордюрсем хурса тухнă, ача-пăча вылямалли комплекса пухса вырнаçтараççĕ. Скверта халĕ уçăлса çÿремелли сукмаксем, воркаут-площадкăсем, урамри тренажерсем пур. Çитес çул кунта фонтан тата сăнамалли площадкăпа сцена вырнаçтарĕç.
29-мĕш микрорайонта «Экопарк Солнечный» ÿссе ларнă. Подряд организацийĕ урамсене электричествăпа тивĕçтерме паянхи саманапа килĕшÿллĕ юпасем, саксем, çÿп-çап савăчĕсем вырнаçтарса тухнă, видеосăнав лартнă.
«Октябрьски хулинчи объектсем пысăк, вĕсене çитес çул, кунсем ăшăтиччен, хатĕрлесе çитеретпĕр. Çынсем çулла канса ĕлкĕрччĕр. Пурин пирки те çынсемпе канашларăмар. Пирĕн йĕрке çавăн пек: парк, сквер, кану вырăнĕ унпа усă куракансемшĕн вырăнлă пултăр», - çырнă Радий Хабиров.
Надежда РОДИОНОВА.