Новости
25 Ноября 2021, 07:00

Республикăн тĕп хулинче тĕп Çĕнĕ çул чăрăшне лартнă

Ноябрь уйăхĕн 25-мĕшĕнче, çĕрле, Ĕпхÿ хулинчи В.И. Ленин ячĕллĕ лапамра тĕп Çĕнĕ çул чăрăшне вырнаçтарнă. Йăлана кĕнĕ тăрăх, ăна «Горзеленхоз» МУП ĕçченĕсем Благовещенск районĕнчен илсе килнĕ.

Республикăн тĕп хулинче тĕп Çĕнĕ çул чăрăшне лартнăРеспубликăн тĕп хулинче тĕп Çĕнĕ çул чăрăшне лартнă
Республикăн тĕп хулинче тĕп Çĕнĕ çул чăрăшне лартнă

Сакăр вун пилĕк çулхи чăрăшăн çÿллĕшĕ 35 метрпа танлашать. Çитес вăхăтра ăна капăрлатĕç, лапамра вара вылямалли пăр хула тума тытăнĕç. Унта Хĕл мучипе Юр пике кÿлеписене вырнаçтарĕç. Çавăн пекех пысăк уяв шарĕсем евĕр виçĕ арка, çăлтăрсемпе юр пĕрчисем туса лартĕç. Чăрăш хыçĕнче, фонтан çийĕнчен, светодиодлă тăрă пулĕ, хунар юписем çинчен лĕпĕшсем евĕр консольсем çакăнса тăрĕç.

 - Эпидеми лару-тăрăвĕ çивĕч пулнине шута илсе пăртан тунă вылямалли лапамсемпе чарăшсен шутне, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, ÿстерĕç. Сăмахран, 2019 çулта 85 лапам пулнă, 2020 çулта – 247, кăçал вара 321 лапама илем кÿрĕç, - тенĕ Ĕпхÿ хула мэрийĕнче.

Декабрь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Çĕнĕ çула кĕтсе хулана илемлетес ĕçсене вĕçлĕç.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас