

Район «Культура» наци проекчĕн «Культура хутлăхĕ» федераллă проекчĕпе килĕшÿллĕн, РФ Культура министерстви Федераллă кино фондне пулăшу панипе, çĕнĕ те паянхи кун ыйтнине тивĕçтерекен кинооборудовани туянма грант çĕнсе илнĕ. Уйăрса панă укçа-тенкĕпе нумай каналлă сасă системи, цифрăллă проектор, экран, çĕнĕрен ÿкермелли сервер тата фильмсем кăтартмалли, билетсем сутмалли хатĕрсем туяннă.
Кинозал ноябрь уйăхĕн 25-мĕшĕнчех хăйĕн пĕрремĕш кураканĕсене йышăннă. Благовар район администраци пуçлăхĕ Марат Юсупов пĕрремĕш кинофильма кăтартма ирĕк панă. Çакăн хыççăн кăмăл тăвакансем Айнур Аскаровăн «Çулталăк çемйи» («Семья года») фильмне тÿлевсĕр пăхма пултарнă.
#Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#Культура