Пур хыпар та
Новости
26 Ноябрӗн 2021, 14:15

Колонире юсанакан ĕнерхи полици ĕçченĕсемпе прокурорсене мĕн çитереççĕ?

«Башинформ» агентстви Çтерлĕ хулинчи юсанмалли 8-мĕш колонире ларакансен уйрăмлăхĕсемпе, çавăн пекех ĕнерхи право йĕркине сыхлакансен историйĕсемпе паллаштарать.

Колонире юсанакан ĕнерхи полици ĕçченĕсемпе прокурорсене мĕн çитереççĕ?
Колонире юсанакан ĕнерхи полици ĕçченĕсемпе прокурорсене мĕн çитереççĕ?

Айăпа кĕнĕ Дмитрий право йĕркине сыхлакан профессие повар ĕçĕпе улăштарнă. Журналистсемпе тĕл пулнă чух вăл ятарлă контингентăн чи юратнă тата юратман апачĕсем çинчен каласа панă.

 -  Пире кунсерен апат пĕçермелли апат-çимĕç виçине уйăрса параççĕ. Апатне менюра çырнине пăхăнса хатĕрлетпĕр. Çулталăкăн хăш вăхăчĕ пулнине шута илсе кунсерен пахча çимĕçпе тивĕçтереççĕ. Пылак ĕçме шутне компот, кисель тата сахăрлă чей кĕрет. Аш-какайран – чăх, сысна, пăру ашĕ, сосискăсем, - тенĕ тĕрмери повар.  – Чи юратнă апатсем рис пăтти тата сĕт яшки (ирхи апат вăхăтĕнче), рассольник, пăрçа тата хура тул пăтти (кăнтăр апатĕнче) шутланаççĕ. Каçхине вара колонири çынсем ăшаланă пулă (минтай) кăмăллаççĕ. Килĕштермен апат шутĕнче – урпа тата сĕлĕ кĕрписенчен пĕçернĕ пăтăсем.

Паллă кунсенче юсанмалли 8-мĕш колонире хăйне евĕрлĕ уяв апачĕсем пĕçереççĕ. Сăмахран, Халăхсен пĕрлĕхĕн кунне айăпа кĕнĕ çынсене винегретпа, борщпа тата хура тул пăттипе сăйланă. Мăнкунра вара - куличсемпе. Дмитрий палăртнă тăрăх, апат хушса памаççĕ.

Асăннă колонире ĕнерхи суд, право йĕркине сыхлакан органсенче ĕçлекенсем тата çар çыннисем - 600 яхăн - лараççĕ.            

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас