Регионта кăшăлвирус инфекцийĕ сарăласран асăрханассипе ĕçлекен оперативлă штаб ларăвĕнче ПР сывлăх сыхлав министрĕн çумĕ Азат Рахматуллин çĕнĕ кăшăлвирус инфекцийĕнчен прививка тăвассипе малта тата кайра пыракан районсене пĕлтернĕ.
- Кăшăлвируспа чирлекенсен шучĕ уйрăмах Пишпÿлек, Бакалă, Пелепей, Федоровка, Белорецк тăрăхĕсенче йышлă, мĕншĕн тесен шăпах çак районсенче вакцина иртнисен проценчĕ пĕчĕк, - пĕлтернĕ Азат Рахматуллин. – Вакцина тутарнисен проценчĕ Буздяк, Элшей, Чишма, Чекмагуш, Ĕпхÿ районĕсенче пысăкрах пулнине палăртмалла.
Пушкăртстанри тĕп патшалăх санитари врачĕ Анна Казак палăртнă тăрăх, паян кун тĕлне республикăра чирлекенсен шучĕ пĕр шайра тăрать.
- Хальлĕхе ку пулăм çирĕп мар-ха. Прививка мероприятийĕсене вăйлатас пулать. Лару-тăру шайлашни эпир санитарипе эпидемиологи мероприятийĕсене тĕрĕс йĕркелесе пынине çирĕплетет, - пĕлтернĕ Анна Казак.
ПР Правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров COVID-19 чирĕпе чирленине палăртма тест ирттересси чакнине асăрханă.
«100 пин çын пуçне 248 тест тÿр килет. Информаци тĕрĕсрех пултăр тесен кашни кун 100 пин çын пуçне 300 лаборатори тесчĕ ирттермелле, - палăртнă Андрей Назаров. – Çав вăхăтра вакцинаци хăвăртлăхне те ÿстермелле. Çĕнĕ çул уявĕсем умĕн ку уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.
Надежда РОДИОНОВА.