Новости
29 Ноября 2021, 11:35

Регионта «Чăрăш-2021» операци пуçланнă

Регионти влаçсем йывăçсене хатĕрлекен, сутакан вырăнсенче рейдсем ирттерĕç.

Регионта «Чăрăш-2021» операци пуçланнăРегионта «Чăрăш-2021» операци пуçланнă
Регионта «Чăрăш-2021» операци пуçланнă

Пушкăртстанра паянхи кунран, ноябрь уйăхĕн 29-мĕшĕнчен пуçласа, декабрь уйăхĕн 31-мĕшĕччен лăсăллă çамрăк йывăçсене саккунсăр каснинчен сыхлакан оперативлă профилактика операцийĕ пуçланĕ. Пушкăртстан ШĔМ , УФНС, Гостехнадзор тата ГИБДД, вăрман хуралĕ, Обществăлла хăрушсăрлăх центрĕ надзор мероприятийĕ шайĕнче Çĕнĕ çул елкисене хатĕрленине, турттарнине тата сутнине тĕрĕслесе тăрĕç. Çакăн çинчен республика правительствинче пĕлтернĕ.

- Вăрман хуралĕн инспекторĕсем Çĕнĕ çул чăрăшĕсене хатĕрлекен вырăнсенче саккунсене пăснине тупса палăртас тесе тĕрĕслеççĕ, правасене пăсмасса профилактика ĕçĕсем ирттереççĕ, - пĕлтернĕ правительствăра.

Вăрман хуралĕ ытти ведомствăсемпе пĕрле Çĕнĕ çул продукцине сутакан вырăнсенче, вăрман фончĕн çĕрĕсенче рейдсем ирттерĕç, саккуна пăсса чăрăшсене турттаракансене тытса чарас тесе çулсем çинче талăкĕпе дежурство йĕркелĕç.

Саккуна пăсса çĕнĕ çул чăрăшĕсене каснишĕн граждансене 3-4 пин тенкĕ, должноçри çынсемшĕн 20-40 пин тенкĕ, юридически сăпатсене (юридическое лицо) 200-300 пин тенкĕ штраф тÿлеттересси çинчен правительствăра асăрхаттарнă.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас