-26 °С
Пӗлӗтлӗ
Пушар паян çĕрле, Курчатов урамĕнчи нумай хваттерлĕ çуртăн иккĕмĕш хутĕнче, алхаснă.
- Иккĕмĕш хутри хваттертен вăйлă тĕтĕм тухнă. Çулăм икĕ пÿлĕмлĕ хваттерĕн пĕр пÿлĕмĕнчи япаласене сиенлетнĕ. Çуртран 10 çынна эвакуациленĕ, - пĕлтернĕ Инкеклĕ лару-тăру министерствин Пушкăртстанри уйрăмĕн Тĕп управленийĕн пресс-службинче.
Пушара ирхи тăватă сехетре тĕп тунă.
- Вут-çулăма сÿнтернĕ чух 1961 çулхи арçын ÿтне тупнă. Пушар сăлтавне уçăмлатаççĕ. Вырăнта следствипе оперативлă ушкăн тата Инкеклĕ лару-тăру министерствин дознавателĕсем ĕçлеççĕ, - хушса хунă ведомствăра.
Надежда РОДИОНОВА.