Новости
30 Ноября 2021, 03:55

Пушкăртстан Беларуссине 10 пин тонна ытла хĕвел çаврăнăш шрочĕ ăсатнă

Пĕтĕмĕшле чугун çул транспорчĕпе 152 парти выльăх апатне хушмалли тавара чикĕ леш енне сутнă. Пушкăртстанри аграрисем ÿсен-тăрантан хатĕрленĕ апата Беларуссине экспорта ямалли виçене ÿстернĕ.

Пушкăртстан Беларуссине 10 пин тонна ытла хĕвел çаврăнăш шрочĕ ăсатнăПушкăртстан Беларуссине 10 пин тонна ытла хĕвел çаврăнăш шрочĕ ăсатнă
Пушкăртстан Беларуссине 10 пин тонна ытла хĕвел çаврăнăш шрочĕ ăсатнă

Россельхознадзорăн Пушкăртстанри управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, 2021 çулхи октябрь-ноябрь уйăхĕсенче ведомство ĕçченĕсем 152 хĕвел çаврăнăш шрочĕн (çу тунă хыççăн юлакан каяш) партине тĕрĕслесе кирлĕ хутсем хатĕрленĕ. Çак тавара «Элеватор» тата «Чишмари çуэстракци завочĕ» ОООсем чугун çулпа Беларусь Республикине ăсатнă, пĕтĕмĕшле унăн калăпашĕ 10476,36 тоннăпа танлашать.

Выльăх апатне хушмалли мĕнпур çимĕçĕн партине фитосанитари экспертизи иртнĕ хыççăн Таможня союзĕ тавара ветеринарипе санитари нормисене пăхăнса  хатĕрленине çирĕплетнĕ.

- Республикăри выльăх-чĕрлĕх инфекци тата инвази (организăмра паразитсем пурри) чирĕсемпе чирленине тупса палăртман. Мĕнпур продукци партийĕ валли Таможня союзĕн экспорта ямалли ветеринари сертификатне панă, - тесе пĕлтернĕ ведомствăра.

Юрий СНЕГОПАД.

#Башкортостан#Уралсасси#нацпроект#экспорт

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас