

- Çирĕм пин компьютер патшалăхăн сывлăх сыхлав информаци системипе сахал мар çынна çыхăнтарма, республикăри медицина ĕçченĕсен ĕç процесне çĕнетме май парĕ, - ăнлантарнă ПР сывлăх сыхлав министрĕн çумĕ Динара Еникеева. - Медицина пулăшăвĕ парас ĕçре çыхăну йĕркелени, пациентсен маршрутне, уйрăм чирсенчен сывалма пулăшмалли мониторингне палăртни пĕрлĕхлĕ информаци системин тĕп условийĕсенчен пĕри пулса тăрать.
Пушкăртстанри сывату учрежденийĕсене компьютер техникипе тивĕçтерни телемедицина пулăшăвĕ парас ĕçе аталантарма, санитари транспорчĕн диспетчер ĕçĕсене автоматизацилеме, лаборатори тата диагностика результачĕсене электронлă майпа яма пулăшать.
Медицина организацийĕсене автоматизациленĕ ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерни «Сывлăх сыхлав» наци проекчĕпе тата «Сывлăх сыхлавĕнче пĕрлĕхлĕ цифрăллă контур йĕркелесси» регионти проектпа килĕшÿллĕн пурнăçа кĕрет.
2019-2020 çулсенче Пушкăртстанри больницăсемпе поликлиникăсене 13,8 пин автоматизациленĕ ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтернĕ. Компьютерсем медицина ĕçченĕсене хăйсен ĕçĕсене пурнăçлама тата патшалăхăн сывлăх сыхлав системинче ĕçлеме кирлĕ. Çулталăк вĕçлениччен медицина организацийĕсене тата 2,7 пин компьютерпа тивĕçтерĕç. 2024 çул тĕлне республикăри медицина организацийĕсенчи автоматизациленĕ ĕç вырăнĕсене 20 пине çитерме палăртаççĕ.
#Башкортостан#уралсасси#национальныепроекты#здравоохранение
Надежда РОДИОНОВА.