

- 2020-2021 çулсенче республикăри Çурт-йĕр программисене пурнăçлакан управлени 485 млн тенкĕлĕх 6 пин ытла сертификат уйăрнă, - пĕлтернĕ ПР строительствăпа архитектура министрĕн ĕçне вăхăтлăха пурнăçлакан Егор Родин. – Республика правительстви уйăрнă çак пулăшу уйрăм граждансене хăйсен çурчĕсене газ кĕртме тата ункайлă условисем тума май парать.
Хальхи вăхăт тĕлне республикăра сертификата тивĕçекенсен списокне çирĕплетнĕ. Заявленисене граждансем ноябрь уйăхĕнче панă. Халăха социаллă пулăшу паракан республикăри центра 15 млн тенкĕлĕх 215 сертификат çитнĕ те.
Харпăр çынсен çуртне газ ирттерме пулăшу паракан сертификатсене 2020 çултан параççĕ. Сертификатăн хисепĕ 60 тата 100 пин тенкĕ. Ăна Пушкăртстан Республикинче пурăнакан харпăр çуртăн хуçисем шутланакан, çак категорине кĕрекен Раççей гражданĕсем кĕреççĕ: Тăван çĕршывăн аслă вăрçин участникĕсемпе инваличĕсем, çар тытăçăвĕсен инваличĕсем, нумай ачаллă тата сусăр ачаллă çемьесем. Сертификата харпăр çуртăн пĕр хуçине, пĕр хутчен çеç параççĕ.