Новости
1 Декабря 2021, 04:55

Республика пуçлăхĕн елки епле иртĕ

Вĕрентÿпе наука министерствинче кăшăлвирус инфекципе çыхăннă чару мерисене пула ПР пуçлăхĕн йăлана кĕнĕ Çĕнĕ çул елки урăхла мелпе иртесси çинчен пĕлтернĕ.

Республика пуçлăхĕн елки епле иртĕРеспублика пуçлăхĕн елки епле иртĕ
Республика пуçлăхĕн елки епле иртĕ

Хăнăхнă йăлапа Ĕпхÿри Çĕнĕ çул уявне пĕтĕм республикăран сакăр çĕре яхăн ачана йыхравлаканччĕ: вĕренÿ отличникĕсене, олимпиадăпа спорт ăмăртăвĕсен çĕнтерÿçисене, фестиваль лауреачĕсене, çар çыннисен ачисене, сахал тупăшлă нумай ачаллă çемьерисене, сусăр ачасене.

Кăçал  та пĕлтĕрхи пекех мероприяти иртĕ, анчах та вырăнта – республикăн хула округĕсенче тата муниципаллă районсенче.

Праçникре пулма тивĕçнисем Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕн ятĕнчен Çĕнĕ çул парнисене хăйсен муниципалитечĕсенче илĕç. Вĕсене 2021 çулхи декабрь уйăхĕн 24-мĕшĕнче парĕç. Парне шутне З. Биишева ячĕллĕ «Китап» издательство пушкăрт тата вырăс чĕлхипе кăларнă «Телей кÿлли» («Озеро счастья») халăх юмахĕсен пуххи те кĕрет.

Парнесене Пушкăртстанри предмет олимпиадисенче, спорт ăмăртăвĕсенче тата ытти конкурссенче лайăх çитĕнÿсем тунă 780 вĕренекен, çар тивĕçне пурнăçланă чух вилнĕ çар çыннисен, ПР шалти ĕçсен сотрудникĕсен ачисем, сахал тупăшлă нумай ачаллă çемьери, сывлăх çитменлĕхĕсене пула тулли пурнăçпа пурăнайман, сусăр, ашшĕ-амăш тимлĕхĕсĕр тăрса юлнă, тăлăх ачасем тивĕçĕç.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас