Следстви ăнлантарса панă тăрăх, Ишимбай хулинче пурăнакан 23 çулхи çамрăк алкоголь шĕвекĕ ĕçнĕ тата наркотик усă курнă хыççăн Артем урамĕнчи обществăлла транспорт чарăнăвне пынă. Унта 59 çулхи хĕрарăм-кондуктор тăнă. Вăл ĕçе çитме транспорт кĕтнĕ. Арçын çаратас тĕллевпе хĕрарăма çĕçĕпе темиçе хутчен чикнĕ, унтан унăн сумкине илсе вырăнтан тарнă. Йывăр сурансене пула кондуктор вырăнтах вилнĕ. Хăрушă ĕç тунă хыççăн айăпа кĕнĕ çын аппăшĕн килне çитнĕ, ăна пулса иртни çинчен каласа панă. Çула май арçын сумкăран хăтăлнă. Мĕншĕн тесен унта хакли нимĕн те пулман. Аппăшĕ пулса иртни çинчен шалти ĕçсен органĕсенче ĕçлекенсене пĕлтернĕ. Çирĕм виçĕ çулхи çамрăка ярса тытнă, ăна çынна çаратнăшăн тата вĕлернĕшĕн айăпланă.
Арçын хăйĕн айăпне туллин йышăнман.
Суд çамрăк çынна 20 çула çирĕп режимлă юсанмалли колонинче ирттермелле тесе приговор йышăннă. Çавăн пекех унăн вилнĕ çыннăн тăванĕсене 2 млн тенкĕ компенсаци тÿлеме тивĕ. Асăннă приговор саккунлă вăя кĕмен-ха.