Новости
2 Декабря 2021, 09:17

Пушкăртстан регионти 350 çухрăм автоçула федераллă харпăрлăха пама хатĕрленет

Пушкăртстан регионти 350 çухрăм автоçула федераллă харпăрлăха пама хатĕрленет. Кун пирки ПР Транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министрĕн çумĕ Виктор Жульков пĕлтернĕ. Пушкăртстан территорийĕпе иртекен Орск – Сибай – Магнитогорск – Южноуральск автоçулăн 133 çухрăмĕ федераллă харпăрлăха пама хатĕр ĕнтĕ. Ун шутне Акьяр – Сибай, Акьяр – Новочеркесск çулсен пайĕсем тата Магнитогорск – Ира автоçулăн пĕр пайĕ кĕрет.

Пушкăртстан регионти  350 çухрăм автоçула федераллă харпăрлăха пама хатĕрленетПушкăртстан регионти  350 çухрăм автоçула федераллă харпăрлăха пама хатĕрленет
Пушкăртстан регионти 350 çухрăм автоçула федераллă харпăрлăха пама хатĕрленет

Кун пирки ПР Транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министрĕн çумĕ Виктор Жульков пĕлтернĕ. Пушкăртстан территорийĕпе иртекен Орск – Сибай – Магнитогорск – Южноуральск автоçулăн 133 çухрăмĕ федераллă харпăрлăха пама хатĕр ĕнтĕ. Ун шутне  Акьяр – Сибай, Акьяр – Новочеркесск çулсен пайĕсем тата Магнитогорск – Ира автоçулăн пĕр пайĕ кĕрет.

Асăннă маршрута федераллă шайра усă куракан  çулсене 2028 çулччен аталантармалли плана кĕртнĕ. Пушкăртстанпа Оренбург облаçне пырса тивекен пакетсене 100 процент таран хатĕрлесе çитернĕ. Челябинск облаçĕпе çыхăннă документсем çитес çул вĕçне хатĕр пулĕç.

Федераллă харпăрлăха пама хатĕрлекен тепĕр автомагистраль – 260 çухрăма тăсăлакан Ĕпхÿ – Пермь. Ун пирки Пермь облаçĕпе пĕрле техникăпа экономика сăлтавне ăнлантарса паракан тата ытти кирлĕ документсене хатĕрлеççĕ.

Виктор Жульков пĕлтернĕ тăрăх, Раççей Транспорт министерстви асăннă çулсене федераллă харпăрлăха панине ырласа йышăнать.

Харпăрлăх хуçи улшăнни республикăна çул-йĕрсене  регион хысни шучĕпе юсассинчен, пăхса тăрассинчен хăтарать, çавна май вырăнти çулсене юсама тата пăхса тăма хушма укçа илме май парать.

2020 çулта Ĕпхÿ – Оренбург çула (М-5 автоçул хĕресленнĕ вырăнтан пуçласа аэропорта  çити) федераллă харпăрлăха панă. Асăннă участока асăрхаса тăма Ĕпхÿ хула хыснинчен çулсерен 60 млн тенкĕ уйăрнă. Малашне çав укçа-тенке хулан ытти ыйтăвĕсене тивĕçтернĕ çĕре ярĕç.

Хальхи вăхăтра Пушкăртстан территорийĕпе иртекен федераллă çулсен тăршшĕ - 800, регионтисен 13,6 пин  çухрăм.  

#башкортостан#уралсасси#национальныепроекты#безопасныеикачественныеавтомобильныедороги

Надежда РОДИОНОВА.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас