-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Куракансем каласа панă тăрăх, «Башавтотрансăн» пассажирсем туртаракан автобусăн тикĕс çулпа пынă çĕртех икĕ кустăрми те вĕçерĕнсе кайнă. Транспорт ятарласа ун валли уйăрнă тăрăхпа (полосапа) пынă. Телее, пассажирсенчен никам та инкек курман.
Пĕр кустăрми вĕçерĕнсе кайнă хыççăн çула май тăсăлакан тăрăх кусма пуçланă, кайран тротуар енне çул тытнă. Тĕлĕнмелле те вăл пĕр автомобиле те пырса çапăнман, сиен кÿмен.
Юрий СНЕГОПАД.