Пур хыпар та
Новости
6 Декабрӗн 2021, 14:55

101 çулхи кинемей кăшăлвируса çĕнтернĕ

Пушкăртстанра пурăнакан 101 çулхи кинемей Анисия Матвеевна Камышова кăшăлвируса çĕнтернĕ. Çак кунсенче сумлă ватта Кумертау хулинчи 2№ ковид-госпитальтен кăларнă.

101 çулхи кинемей кăшăлвируса çĕнтернĕ
101 çулхи кинемей кăшăлвируса çĕнтернĕ

Медицина учрежденийĕ пĕлтернĕ тăрăх, Федоровка районĕнчи Федоровка салинче пурăнакан хĕрарăм икĕ эрне кялла хĕрĕпе больницăна лекнĕ.  Иккĕшĕ те кăшăлвирус инфекцийĕпе чирленине çирĕплетнĕ. Хĕрĕ каланине шута илсен, кинемей хăрушă чире çăмăл ирттернĕ.

Медицина ĕçченĕсем палăртнă тăрăх, ватă пациентсене кăшăлвирусран сиплесси ытти чирсем пуррипе йывăрланать. Чиртен сываласси пациентăн кăмăл-туйăмĕнчен те килет. Анисия Матвеевна вăрçăпа пиçĕхнĕ, пурнăçа юратакан çын тесе палартнă ватă çынна сиплекен тухтăр Анастасия Трушина.  Вăрçă ветеранĕ черетлĕ Аслă Çĕнтерĕве тăван ялĕнчи лапамра кĕтсе илме ĕмĕтленет.

 - Фашизма тата кăшăлвирус инфекцине çĕнтернĕ çын, - тесе калаççĕ ватă пациент пирки медицина ĕçченĕсем.

Анисия Матвеевна 1871-мĕш зенитпа артиллери полкĕн йышĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулăмĕ витĕр тухнă. Вăл совет салтакĕсене телефон çыхăнăвĕпе тивĕçтернĕ. Çĕнтерÿ кунне Кенигсбергра çар постĕнче кĕтсе илнĕ. Вăрçă хыççăн почтăра ĕçленĕ, çулĕпе республикăри чи аслă почта ĕçченĕ пулса тăнă.

101 çулхи кинемей кăшăлвируса çĕнтернĕ
101 çулхи кинемей кăшăлвируса çĕнтернĕ
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас