Новости
7 Декабря 2021, 12:30

Хальхинче енкрелсем пуçаруллăрах пулнă

Эрехĕрри ял хутлăхĕ вырăнти пуçарусене пурнăçа кĕртме пулăшакан программăна (ППМИ) улттăмĕш хут хутшăнать. Виçĕ хутĕнче Эрехĕрри ялĕнчи шыв пăрăхĕсене тĕпрен юсассипе çыхăннă проектпа мала тухнă.

Хальхинче енкрелсем пуçаруллăрах пулнăХальхинче енкрелсем пуçаруллăрах пулнă
Хальхинче енкрелсем пуçаруллăрах пулнă

Çÿлерех асăннă программа пулăшнипе шыв пăрăхĕн 3 çухрăмне юсанă. Ĕçсен пĕтĕмĕшле хакĕ 2 744 649 тенкĕпе танлашнă. Çак пысăк пуçарăва ял çыннисемпе спонсорсем те тÿпе хывнă. Кивелнĕ шыв пăрăхĕсен сечĕпе çыхăннă ыйту чи çивĕч те актуаллă ыйтусенчен пĕри пулнă.

Кăçал конкурса Енкрел ялĕнче пурăнакансем хутшăнма кăмăл тунă. Ыйтăм вăхăтĕнче ял çыннисем хăйсен сĕнĕвĕсене пĕлтернĕ, татса памалли ыйтусене палăртнă. Енкрелсен чи çивĕч ыйтăвĕ – урамсенчи çулсене асфальт сарманни.  - Çак проект хакла кайса ларать. Çакнашкал ĕçе пурнăçа кĕртме йывăр, - тет ял Канаш пуçлăхĕ Ольга Зарянова. – Паянхи кун тĕлне пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă ыйту та пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен Енкрел ялĕнче пушар машини çук. Кăçалхи шăрăх та типĕ çу пушар сÿнтермелли техника хамăрăн пулмалла текен шухăш патне илсе çитерчĕ. Çу кунĕсенче уйсенче тăтăшах курăк çунчĕ. Ытларах чухне пысăк лапамсенчи çулăма канăçсăр чĕреллĕ çынсен вăйĕпе сÿнтертĕмĕр. Шăпах çавăнпа та прицеплă пушар хатĕрĕ туянма йышăнтăмăр. Ял çыннисем асăннă проектшăн пĕр шухăшлă пулса сасăларĕç.

Ермеккей районĕ, Енкрел ялĕ. 

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас