Проекта пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе С.Юлаев ячĕллĕ патшалăх премине тивĕçнĕ Хурматулла Утяшев РФ тата ПР халăх артисчĕ, Руслан Юлтаев кинорежиссер (ăна куракансем «Сируси», «Три письма», «Внеклассный урок» фильмсем тăрăх пĕлеççĕ), Дина Каюмова М.Гафури ячĕллĕ Пушкăрт академи драма театрĕнчи литература пайĕн тĕп редакторĕ ĕçлеççĕ.
- Эпир 2-5 минута тăсăлакан сюжетлă мотивациллĕ вылямалли темиçе видеоролик ÿкертĕмĕр. Роликсем пĕр çемье пирки. Вĕсенче тăван чĕлхепе тата литературăпа интересленесси шăпах атте-аннерен килнине уçса панă та. Тĕнчере 7 пине яхăн чĕлхе. Вĕсенчен çурри çухалас хăрушлăхра. Эпир пушкăрт чĕлхине сыхласа хăварасси республикăра пурăнакан кашни çынран килнине куракан патне илсе çитересшĕн. Тăван чĕлхене, тăван çĕре, Тăван çĕршыва юратас туйăма хăнăхтарма çемьере ачаранах пуçламалла. Асăннă видеороликсене тĕнче тетелĕнче, Пушкăртстан Республикинчи телеканалсенче тата тĕрлĕ структурăсен официаллă сайчĕсенче курма пулĕ, - тенĕ проект ертÿçи Хурматулла Газзалеевич.
Хальхи вăхăтра сюжетлă роликсене хатĕрлесси вĕçленсе пырать.
- Ерипен тĕнчери чĕлхесем çухалаççĕ. Вĕсемпе пĕрле пĕтĕм халăхăн йăли-йĕркисемпе культури те. Паллах, тăван чĕлхене ача садĕнче, шкулсенче, аслă шкулсенче вĕренни пĕлтерĕшлĕ. Анчах ашшĕ-амăшĕсем хăйсен ачисемпе тăван чĕлхепе калаçмасан, чĕлхене сыхласа хăварассипе çыхăннă тĕллеве пурнăçа кĕртме йывăр. Енчен те эпир ÿкернĕ видео-сюжетсем çынсене кăштах та пулин шухăша ярсан, çакă пирĕншĕн пысăк çитĕнÿ пулса тăрать, - тесе палăртнă Руслан Юлтаев.