Асăннă укçа-тенкĕрен 1,8 млрд тенки Пушкăртстана çитĕ. Хушма пулăшу регионсене сывлăх сыхлав системин запасĕсене ÿстерме тата плана кĕртнĕ медицина пулăшăвĕн тăкакĕсене чакармасăр кăшăлвируса хирĕç малалла кĕрешме пулăшĕ.
Михаил Мишустин шухăшĕпе хальхи вăхăтра çĕршыври сывлăх сыхлав системин тĕреклĕхне ÿстерни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен кашни регионта больницăсемпе поликлиникăсем кирек мĕнле лару-тăрура та стабильлĕ ĕçлемелле.
Правительство пресс-службинче аса илтернĕ тăрăх, кăçалхи çулăн июнь-июль уйăхĕсенче асăннă тĕллевсене пурнăçа кĕртме 110 миллард тенкĕ уйăрса панă пулнă, октябрьте – тата 56 млрд тенкĕ.
Пушкăртстан çулла 888 млн тенкĕ илнĕ пулсан, октябрь уйăхĕнче – 1 млрд тенкĕ.