Пушкăртстанăн çĕнĕ прокурорне çирĕплетни çинчен калакан указа РФ Президенчĕ Владимир Путин декабрь уйăхĕн 8-мĕшĕнче алă пуснă.
Игорь Станиславович Пантюшин 1966 çулта Тамбов облаçĕнче çуралнă. 1991 çулта Воронежри патшалăх университетне пĕтернĕ. Ĕç карьерине Липецк облаçĕнчи Грязинскри районсем хушшинчи прокуратурăра пуçланă. 2003 – 2013 çулсенче Липецк облаçĕн прокурорĕ пулнă, 2013 çултан пуçласа – Владимир облаçĕн прокурорĕ.
Ăна Пушкăртстан прокурорне лартасси çинчен калакан пĕрремĕш хыпар республикăна ноябрь уйăхĕн 30-мĕшĕнче çитнĕ. Ун чухне Пантюшин кандидатурине çĕршыв президенчĕ регионти прокурорсене çирĕплетме сĕннине РФ Федераци Канашĕн комитет ларăвĕнче пăхса тухнă.
Юрий СНЕГОПАД.