Урал сасси
+13 °С
Облачно
Новости
8 Декабря 2021, 06:04

Шкул юбилейĕ тĕлне – çĕнĕ чÿречесем

Иртсе пыракан 2021 ҫулта пире, слакпуҫсене, вырăнти пуçарусене пурнăçа кĕртме пулăшакан программа (ППМИ) шкулти чӳречесене ҫĕнетме пулăшрĕ.

Шкул юбилейĕ тĕлне – çĕнĕ чÿречесемШкул юбилейĕ тĕлне – çĕнĕ чÿречесем
Шкул юбилейĕ тĕлне – çĕнĕ чÿречесем

Кирек мĕнле ĕҫе пурнăҫлас тесен те ертсе пыракан çын пулмалла, халăхпа ĕҫлеме пĕлмелле. Пирĕншĕн вăл – ял администрацийĕн пуҫлăхĕ Дмитрий Андреев. Вăл пуҫарса янипе асăннă программăна хутшăнтăмăр. Çĕнетсе илемлетмелли вырăнсем ялта çителĕклех: ачасем вылямалли лапама, Тăван çĕршывăн Аслă вăрҫинче паттăр кĕрешнĕ ентешĕмĕрсене халалланă вырăна тирпей-илем кĕртсен те аван пулмаллаччĕ. Çапах та слакпуҫсем шкул чӳречисене маларах улăштарас терĕҫ, мĕншĕн тесен рамăсем кивелсе ҫĕрĕше пуҫланăччĕ.
Декабрь уйăхĕн 3-мĕшĕнче ялта пуҫласа шкул уҫнăранпа 130 ҫул çитрĕ. Пирĕншĕн вăл – пысăк уяв. Пĕлÿ çуртне юсаса çĕнетни пирĕншĕн парне вырăннех пулчĕ. Халь классенче пысăк та ҫутă чӳречесем вырнаçтарнă. Вĕсене уҫса, пӳлĕме уҫăлтарма ансат та кăмăллă. Шкулта вĕренекенсемшĕн те, вĕрентекенсемшĕн те ку питĕ пысăк савăнăҫ, кăмăла çĕклекен пулăм.
Палăртнă тĕллеве пурнăҫлама пулăшакансене, спонсорсене – уйрăм предпринимательсене Максимовсене («Элина» лавкка хуҫисене), Максим Маторина (К.Иванов ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх кооперативĕн председательне), ял халăхне, шкултан вĕренсе тухнă вĕренекенсене, кӳршĕ ялсенчи вĕренекен ачасен ашшĕ-амăшĕсене те тав сăмахĕ калас килет.
Унсăр пуҫне шкулта ĕҫлекенсен, вĕренекенсен, вĕсен ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе те ăшă сăмахсем каламалла. Вĕсем кивĕ хут пухса пулăшрĕҫ. Пурне те ырлăх, сывлăх, телей сунатпăр.
Дмитрий Юрьевича ял тирпей-илемĕшĕн тăрăшма, халăхпа пĕрле ĕҫлеме Атте Турă вăй-хăват парса тăтăр. Пирĕн палăртнă ĕҫсем нумай-ха. Вĕсене малашне пурнăçа кĕртессе шанатпăр.
Елена ДАНИЛОВА,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ.
Пелепей районĕ, Слакпуҫ ялĕ.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас