2019-2021 çулсенче тунă ĕçсемпе пухăннисене пĕрлĕхĕн ертÿçи Лидия Филиппова паллаштарнă, малашлăх планĕсем çинче чарăнса танă. Доклада сÿтсе явма çыравçăсем хăйсем те хутшăннă. Кунтах ҫӗнӗ председателе суйланӑ. Çакăн пирки союз правленийӗн унчченхи ертӳҫи Фейсбукра пӗлтернӗ.
Лидия Ивановна пĕрлĕхе (вăл ăна виçĕ çул ертсе пынă) пулӑшса пынисене – ЧР Культура министерствине, Наци вулавӑшне, Республикӑн ача-пӑча вулавӑшне, Чӑваш кӗнеке издательствине – тав тунӑ. Ҫыравҫӑсен йышне нумаях пулмасть илнӗ Нина Царыгинӑна, Лариса Петровӑна тата Мая Селендеевӑна ӑнӑҫу суннӑ.
Çĕнĕ председатель пулма çыравçăсем Ольга Геннадьевна Кулякова (Улькка Эльменĕ) çыравçа шаннă. Вулакансем ăна «Упраймарăм сана...» роман, «Çирĕп чунлисем телейлĕ», «Ма инçе-ши çăлтăрăм?» повеçсем тата ытти хайлавĕсем тăрăх пĕлеççĕ.
Кăшăлвирус пандемине пула Пушкăртстанран асăннă форума никам та хутшăнман. Сăмах май, ЧР Профессиллĕ çыравçăсен союзне хальхи вăхăтра Пушкăртстанран пилĕк çын – Микул Ишимбай, Василий Антонов, Аркадий Русаков, Зинаида Сурпан тата Геннадий Челпир – кĕнĕ.
Юрий СНЕГОПАД.