Пур хыпар та
Новости
8 Декабрӗн 2021, 17:15

Ясли ушкăнĕсем уçма - федераллă бюджетран хушма укçа-тенкĕ

Çак укçа-тенкĕпе çĕнĕ çуртсем хăпартма е ясли ушкăнĕсем уçма ача сачĕсем валли объектсем туянма пулать. Пушкăртстан çичĕ регион шутне кĕнĕ май хушма укçа-тенке илме тивĕçнĕ. Нухратпа 1,5-3 çулсенчи ачасем валли ясли ушкăнĕсем уçма ача сачĕсем хăпартĕç.

Ясли ушкăнĕсем уçма - федераллă бюджетран хушма укçа-тенкĕ
Ясли ушкăнĕсем уçма - федераллă бюджетран хушма укçа-тенкĕ

Çак тĕллевсене пурнăçа кĕртме 917,2 млн тенкĕ уйăрса парасси пирки калакан хушăва РФ Правительствин председателĕ Михаил Мишустин алă пуснă.

Федераллă пулăшу çичĕ региона çитĕ: Пушкăртстана, Якутипе Удмуртине, Чечен Республикине, Эрĕнпур, Тюмень тата Челябинск облаçĕсене.

Хушупа килĕшÿллĕн Пушкăртстан 2021 çулта 46,3 млн тенкĕ илме тивĕçĕ, 2022 çулта – 59,8 млн, 2023 çулта – 76,9 млн.

Пĕтĕмĕшле асăннă субъектсенче 1,5-3 çулсенчи ачасем валли 1 250 хушма вырăн уçăлĕ.

Правительствăра çакă ача çуратассине ÿстерме тата кирлĕ пулсан ашшĕ-амăшĕсене маларах ĕçе тухма пулăшасса шанаççĕ.

2021 çулта федераллă бюджетран ясли çулĕсенчи ачасем валли хушма вырăнсем уçма 33 млрд тенкĕ ытла уйăрса панă, 2022 çулта – 1,3 млрд, 2023 çулта 3 млрд палăртнă.

Мĕнпур ĕçсем «Ĕçпе тивĕçтересси» федераллă проект шайĕнче пурнăçланаççĕ. Вăл «Демографи» наци проектне кĕрет.  

#Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#Демография

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: