Новости
9 Декабря 2021, 05:35

Ĕпхÿри студентсем усă курнă шăл тасатмалли щеткăсем пухаççĕ

Пушкăрт патшалăх аграри университетĕнче «Щетка, парăн» («Щетка, сдавайся») экологи акцийĕ пуçланнă.

Ĕпхÿри студентсем усă курнă шăл тасатмалли щеткăсем пухаççĕĔпхÿри студентсем усă курнă шăл тасатмалли щеткăсем пухаççĕ
Ĕпхÿри студентсем усă курнă шăл тасатмалли щеткăсем пухаççĕ

Ăна ПР Экологи министерстви, «Раççейĕн ешĕл аслă шкулĕсем» ассоциаци тата «Ешĕл Пушкăртстан» экопроект пулăшнипе «Симĕс щит» студентсен экологи клубĕ йĕркеленĕ.

Акци условийĕсемпе килĕшуллĕн кирек мĕнле усă курнă шăл тасатмалли щеткăна та илсе килме юрать. Çав вăхăтрах электричество вăйĕпе ĕçлекен тата йывăç щеткăсем кирлĕ мар. Çавăн пекех тумтир тата атă-пушмак тасатмалли  щеткăсене те йышăнмаççĕ. Шăлсен хушшине тасатмалли хатĕрсемпе çипсене те илсе килме юрамасть.

Акци 2022 çулхи май уйăхĕн 31-мĕшĕччен тăсăлать. Усă курнă щеткăсене Пушкăрт патшалăх аграри университечĕн иккĕмĕш корпусĕнчи фойере (8-мĕш март урамĕ, 17-мĕш çурт) йышăнаççĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас