Пур хыпар та
Новости
9 Декабрӗн 2021, 12:36

Пушкăртстанра çĕнĕ патшалăх автоинспекторĕ

Раççей ШĔМ приказĕпе килĕшÿллĕн полици полковникне Владимир Александрович Севастьянова Раççей ШĔМ Çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн Пушкăртстанри управлени уйрăмĕн пуçлăхĕ пулма çирĕплетнĕ.

Пушкăртстанра çĕнĕ патшалăх автоинспекторĕ
Пушкăртстанра çĕнĕ патшалăх автоинспекторĕ

РФ Çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, Владимир Александрович 1980 çулхи март уйăхĕн 1-мĕшĕнче çуралнă. 2000 çулта Раççей ШĔМ Ĕпхÿ хулинчи юридици институтне пĕтернĕ. Çав çулах, ноябрь уйăхĕнче, Нефтекамск хулинчи Çул çÿрев хăрушсăрлăх управленийĕн  инспекторĕн должноçне шанса панă. 2003 çулхи март уйăхĕнчен пуçласа 2010 çулхи июнь уйăхĕччен хулари çул-йĕр патруль службин полкĕнче тĕрлĕ должноçсенче – взвод командирĕн çумĕнчен пуçласа  Ĕпхÿ хулинчи Шалти ĕçсен управленийĕн Çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх  инспекцийĕн çул-йĕрпе патруль службин батальон командирĕ таран – служба иртнĕ.

2010 çулхи июнь уйăхĕнчен пуçласа çул-йĕрпе патруль служби уйрăмĕн ĕç-хĕлне, РФ ШĔМ ГИБДД управленийĕн Пушкăртстанри шыравпа администраци практикин уйрăмне ертсе пынă. 2013  çулхи декабрь уйăхĕнче службăна чи лайăх хатĕрленсе çитнĕ сотрудник тесе Ĕпхÿ хулинчи Çул-йĕрпе хăрушсăрлăх управленийĕн полк командирĕн должноçне шанса панă. 2018 çулхи ноябрь уйăхĕн 18-мĕшĕнчен Раççей ШĔМ Çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх  инспекцийĕн Пушкăртстанри уйрăмĕн пуçлăхĕн çумĕ пулса ĕçленĕ.

«За доблесть в службе», «За верность долгу», «За отличие в службе» виçĕ степень таран, Раççей ШĔМ медалĕсемпе наградăланă.

Маларах регионти Патшалăх автоинспекци тивĕçĕсене пурнăçланă Динар Гильмутдинов Патшалăх Думине суйланнă пирки 2021 çулхи июнь уйăхĕнче отставкăна кайнă. 

Надежда РОДИОНОВА.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас