Новости
10 Декабря 2021, 04:15

Арăмĕпе хунямăшне вĕлернĕшĕн 17 çула хупнă

Пушкăртстанăн Аслă сучĕ Ĕпхÿ хулинче пурăнакан 45 çулхи арçын тĕлĕшпе приговор йышăннă. Вăл хăйĕн арăмне тата хунямăшне вĕлерни паллă.

Арăмĕпе хунямăшне вĕлернĕшĕн 17 çула хупнăАрăмĕпе хунямăшне вĕлернĕшĕн 17 çула хупнă
Арăмĕпе хунямăшне вĕлернĕшĕн 17 çула хупнă

Судри кăтартусем тăрăх, иртнĕ çулхи октябрь уйăхĕнче алкоголь напитокĕ ĕçнĕ хыççăн арăмĕпе упăшки хушшинче харкашу сиксе тухнă. Çав вăхăтра арçын хĕрарăма мăйĕнчен тата кăкăрĕнчен темиçе хут çĕçĕпе чикнĕ. Йывăр суранланнă çыннăн чĕри çавăнтах тапма чарăннă.

Кăшт вăхăт иртсен хваттере вилнĕ хĕрарăмăн ватă амăшĕ килсе çитнĕ. Кинемей усал хыпара йĕрке хуралçисем патне илсе çитересрен хăраса арçын ун çине çĕçĕпе тапăннă, ăна суранлатса пĕтернĕ. Çапла майпа вăл ватă çынна та леш тĕнчене ăсатнă.

«Судпа айапланакан хăйĕн айăпне йышăннă. Суд ăна 17 çула ирĕксĕр хăвармалла тунă. Çак вăхăта вăл юсанмалли çирĕп режимлă колонинче ирттерĕ. Хальлĕхе приговор вăя кĕмен-ха»,- пĕлтернĕ регионти прокуратурăн пресс-службинче.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас