Новости
10 Декабря 2021, 06:00

Çĕнĕ çул тĕлне Пушкăртстанри вăрман хуçалăхĕсем 60 пин чăрăш хатĕрлеççĕ

Уява пула шăпах çакăн чухлĕ йывăçа тĕп тăваççĕ. Анчах та Пушкăртстанри Вăрман хуçалăх министерствин пресс-служби республикăра Çĕнĕ çул тĕлне юри ятарласа лăсăллă йывăçсем çитĕнтерекен питомник çуккине пĕлтернĕ.

Çĕнĕ çул тĕлне Пушкăртстанри вăрман хуçалăхĕсем 60 пин чăрăш хатĕрлеççĕÇĕнĕ çул тĕлне Пушкăртстанри вăрман хуçалăхĕсем 60 пин чăрăш хатĕрлеççĕ
Çĕнĕ çул тĕлне Пушкăртстанри вăрман хуçалăхĕсем 60 пин чăрăш хатĕрлеççĕ

- ПР Вăрман хуçалăх министерствине пăхăнса ĕçлекен учрежденисем ятарласа чăрăш çитĕнтермеççĕ. Вĕсем вăрман лаптăкесене çĕнетмелли йарансем çинче лартма хунавсем хатĕрлеççĕ, - ăнлантарса панă ведомствăн пресс-секретарĕ Айрат Искандаров.

Стандартлă хунавсене пĕр çултан пусласа виçĕ çула çити çитĕнтереççĕ.

Патшалăх хушнине шута илсе сутлăх валли вăрман хуçалăхĕсем чăрăшсем, пихтăсем тата хырсем хатĕрлеççĕ. Шăпах çĕнĕ çул уявĕ умĕн йывăçсене сайратаççĕ тата тасатаççĕ. Пĕтĕмĕшле лăсăллă йывăçсене пĕр метр çурă çÿллĕш ÿсме 5-6 çул кирлĕ.

Йывăçсене пуртăпа касаççĕ е бензинпа ĕçлекен пăчăкăпа. Уявсем хыççăн вĕсене йывăçран тĕрлĕ япаласем туса кăларакан предприятисене илсе çитереççĕ е фермерсене параççĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас