Пур хыпар та
Новости
11 Декабрӗн 2021, 11:15

Пушкăртстанри онкологсене икĕ диагностика комплексĕпе тивĕçтернĕ

«Сывлăх сыхлав» наци проектне пула республикăри медицина учрежденийĕсене пысăк технологиллĕ техникăпа тивĕçтереççĕ. Кăçал Пушкăртстан онкологĕсем валли икĕ хăватлă диагностика комплексĕ туяннă. Вĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ 222,3 млн тенкĕпе танлашать.

Пушкăртстанри онкологсене икĕ диагностика комплексĕпе тивĕçтернĕ
Пушкăртстанри онкологсене икĕ диагностика комплексĕпе тивĕçтернĕ

ПР Сывлăх сыхлав министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, пĕр аппаратне Республикăри клиника онкологи диспансерĕнче вырнаçтарнă. Çĕнĕ медицина хатĕрĕпе тухтăрсем 2021 çулхи июль уйăхĕнчен пуçласа ĕçлеççĕ. Çак вăхăт хушшинче вĕсем 2181 пациента йышăннă, 6674 тĕпчев ĕçĕ туса ирттернĕ.

Теприне республикăри онкодиспансерăн филиалне Октябрьски хулине уйăрса панă. Унпа нумаях пулмасть усă курма тытăннă, хальхи вăхăтра сывлăх сыхлав сферинче ĕçлеме ирĕк паракан кирлĕ хутсене хатĕрлеççĕ. Çĕнĕ томографсем клиникăсенче ĕçлекенсемшĕн ĕç пахалăхне ÿстермелли хатĕрсем пулса тăраççĕ. Вĕсемпе усă курса çыннăн онкологи чирне маларах тапхăрта тупса палăртма, сипленĕ чухне чир мĕнле иртсе пынине тĕрĕслеме, хирурги хутшăнăвне тата пайăрка (лучевая) терапине хăçан тумаллине планлама пулать.

Республикăра пурăнакансем çĕнĕ МРТ çинче хăйсене укçа тÿлемесĕр тĕрĕсленме пултараççĕ. Çакăн валли хăвăра сиплекен тухтăр çырса панă медицина кăтартăвĕсем тата направлени çеç кирлĕ. Тĕрĕслеве кайма çырăнас тесен хăвар пурăнакан хулари е районти поликлиникăри регистратурăна çитмелле.

Юрий СНЕГОПАД.

#Башкортостан#уралсасси#национальныепроекты#здравоохранение

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас