Новости
13 Декабря 2021, 10:45

Пушкăртстанра çирĕп градуслă алкоголь напитокĕ сутасси ÿснĕ

Пĕрлĕхлĕ патшалăх автоматизаци информаци системин (вырăсла кĕскен ЕГАИС) кăтартăвĕсем тăрăх, Пушкăртстанра кăçалхи 9 уйăх хушшинче 3,5 млн декалитр çирĕп градуслă алкоголь напитокĕ сутнă. Вĕсенчен 1,7 декалитрĕ - шурă эрех. Çакă 2020 çулхи январь-сентябрь уйăхĕсемпе танлаштарсан 1,3 процент нумайрах.  Ун чухне республикăри лавккасем 3,4 млн декалитр хаяр шĕвек сутнă. Çав шутра шурă эрех 1,67 декалитр пулнă.  Çакăн пек кăтартусемпе паллаштарнă ПР суту-илÿ министрĕ Алексей Гусев правительствăн ларăвĕнче.

Пушкăртстанра çирĕп градуслă алкоголь напитокĕ сутасси ÿснĕПушкăртстанра çирĕп градуслă алкоголь напитокĕ сутасси ÿснĕ
Пушкăртстанра çирĕп градуслă алкоголь напитокĕ сутасси ÿснĕ

- Регионта алкоголь шĕвекĕсене легальлĕ сутса унăн калăпашĕ ÿсни ытларах рынокра контрафаклă тавар сутасси чакнипе çыхăннă. Çак енĕпе компентентлă тĕрĕслев органĕсемпе закона сыхлакансем пĕрле пысăк ĕç туса ирттернĕ. Çавна пула тухăçĕ те пур, - палăртнă Алексей Гусев.

2021 çулхи тăхăр уйăхра алкоголь продукцине пĕтĕмешле 4 млн декалитр туса кăларнă,  иртнĕ çулхинчен 15 процент нумайрах. Сăра вĕретесси 27 млн декалитра çитнĕ, пĕлтĕрхин 95 проценчĕ (чакнă).

- Çаксене пула республика бюджечĕ акцизсемпе 8,9 млрд тенкĕ ĕçлесе илнĕ, иртнĕ çулхинчен 2,6 процент нумайрах. Вĕсенчен 6 млрд тенки сăра тунинчен (99,8 процент) кĕнĕ, 2,7 миллиарчĕ (105,2 %) - алкоголь продукцийĕн акцизĕнчен, - тенĕ Суту-илÿ министерствин ертÿçи. – 2021 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра алкоголь  напитокне ваккăн сутма (розница) 1448 лицензи илнĕ пулнă. Вĕсемпе усă курса хаяр шĕвекпе 5561 вырăнта суту-илÿ тунă. Паянхи куна лицензии илнисен шучĕ 1436-па танлашать, 5596 вырăнта сутаççĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас