Пур хыпар та
Новости
14 Декабрӗн 2021, 08:15

Семен Елистратов Пекинри Олимпиадăра шорт-трек енĕпе Раççей чысне хÿтĕлĕ

Ĕпхÿ спортсменне Семен Елистратова Пекинра иртекен хĕллехи XXIV Олимп вăййисене хутшăнма Раççей сборнăйне кĕртнĕ. Китай çĕршывĕн тĕп хули вĕсене 2022 çулхи февральте йышăнĕ.

Семен Елистратов Пекинри Олимпиадăра шорт-трек енĕпе Раççей чысне хÿтĕлĕ
Семен Елистратов Пекинри Олимпиадăра шорт-трек енĕпе Раççей чысне хÿтĕлĕ

Пекинри Олимпиадăн Раççĕй сборнăйĕ:

Арçынсем:

Семен Елистратов

Константин Ивлиев

Павел Ситников

Денис Айрапетян.

Хĕрарăмсем:

Елена Серегина

Софья Просвирнова

Екатерина Ефременкова

Анна Вострикова

Вера Рассказова.

Аса илтеретпĕр, Елистратовăн пухмачĕнче Сочинчи (2014)  тата Пхенчханери (2018) Олимпиадăсенче çĕнсе илнĕ ылтăнпа бронза медальсем пур.

2022 çулхи хĕллехи Олимп вăййисем февраль уйăхĕн 4 - 20-мĕшĕсенче иртеççĕ. Çакна та палăртса хăвармалла, Китай çĕршывĕн тĕп хули Олимп вăййисем çулла та, хĕлле те йĕркеленĕ пĕрремĕш хула пулса тăрать.

Юрий МИХАЙЛОВ.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас