Çак территорисене ытахальтен суйласа илмен. Пĕрремĕш сăлтавĕ вăл вĕсем Ĕпхÿрен аякра вырнаçни пулса тăнă. Çавăн пекех халăх шутне шута илнĕ: Урал леш енче 314, пин çын пурăнать, Туймазăпа çывăхри районсенче – 437,7 пин çын.
Инфекци больницисем ытти стационарсенчен чылай уйрăлса тăраççĕ. Кунта пациентсене кĕмелли тухмалли вырăнсене уйăрса тăваççĕ, çапла майпа пациентсене изоляцилеççĕ. Сывлăша уçăлтармалли хатĕрсем те кашнин уйрăм, санитарипе эпидемиологи йĕркине те çирĕпрех ыйтаççĕ.
Инфекци госпиталĕсен шутне çитĕннĕ çынсен 40 боксĕ, реанимаци уйрăмĕ, чирлисем валли 10 интенсивлă терапи боксĕ, йышăнупа диагностика пайĕ, экспресс лабораторисем, аптека кĕреççĕ. Çĕнĕ ковид-центрсенче дезинфекци уйрăмĕ, кислород станцийĕ ĕçлемелле. Çавăн пекех кашни учрежденин уйрăм дизельлĕ электростанци, газпа ĕçлекен котельнăй тата вертолет лапамĕ пулмалла.
Иккĕмĕш черетпе паталогоанатоми уйрăмне тума палăртаççĕ. Çуртсене модульлĕ каркас технологипе хăпартĕç, вĕсем курай чечекне аса илтерĕç. Çакăн йышши объектсемпе 50 çул хушши усă курма пулать.
Туймазă район администраци пуçлăхĕ Айдар Суфиянов çĕнĕ госпиталь республикăн хĕвел анăç енче пандеми хыççăн та кирлĕ пулнине палăртнă. Ун чухне вăл нумай функциллĕ центр пулса тăрĕ.
Сибай хула администраци пуçлăхĕ Рустем Афзалов каланă тăрăх, çынсем кăшăлвируспа чирленĕ вăхăтра хула Урал леш енчи районсенчи мĕнпур пациентсене йышăнать. Вăл çĕнĕ çуртра чирлисене сиплеме хăтлă условисем пуласса, пиншер çын пурнăçне çăлса хăварасса шанать.
Кашни ковид-госпитальте 50 вырăн пулмалла. Пациентсем пĕр инфекципе çеç чирлесен (COVID-19 шăпах çав шута кĕрет) сиплев вырăнĕсен шутне 200-ре çитерме май пур. Лару-тăру тата йывăрлансан 230-ра, çав вăхăтрах 100 проценчĕпех кислородпа тивĕçтерĕç.
Инфекци уйрăмĕсенче урама тухмалли икĕ шлюзлă тата сантехника узелĕ вырнаçтарнă уйрăм бокссем пулмалла. Палăртнă тăрăх 25 искусствăлла майпа сывлăша уçăлтармалли вентилятор вырнаçтарĕç.
Раççей Федераци Правительствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн кислород концентрачĕсем туянма укçа-тенкĕ уйăрнă. Вĕсемпе сывлăшпа тивĕçтернĕ чухне резервлă çăлкуç пек усă курĕç.
Йышăнупа диагностика уйрăмне уйрăм тума палăртнă. Унта пациента пăхса тĕрĕслемелли бокс, компьютер томографĕ (КТ), ренген аппарачĕ, ЭКГ, эндоскопи, экспресс-лаборатори пÿлĕмĕсем пулмалла. КТ пÿлĕмне йышăнупа диагностика уйрăмĕ енчен те, урамран та кĕме пулать. Çакă амбулатори йĕркипе сипленекен пациентсене уйрăм графикпа йышăнса тĕрĕслеме май парать.
Инфекци объекчĕсене тумалли проекта хатĕрленĕ чухне чи кирлĕ саманта та шута илнĕ. Çак çуртсенче, кăшăлвирус пандемийĕ иртсе кайсан, инфекцисĕр чирпе чирленĕ çынсене те сиплеме пулать. Проект уйрăмлăхне пула «курайăн» кашни пайĕпе уйрăммăн усă курма май пур.
Юрий МИХАЙЛОВ.