Новости
15 Декабря 2021, 06:30

Медаль хуçисен премийĕ 25 пин тенкĕ пулĕ

Пушкăртстанра «Ача амăшĕн мухтавĕ» медаль хуçисен преми виçи 25 пин тенке çити ÿсĕ. ПР Пуçлăхĕн республика награди пирки калакан указа кĕртнĕ улшăнусене Çемье, ĕç тата граждансене социаллă хÿтĕлев паракан министерство хатĕрленĕ.

Медаль хуçисен премийĕ  25 пин тенкĕ пулĕМедаль хуçисен премийĕ  25 пин тенкĕ пулĕ
Медаль хуçисен премийĕ 25 пин тенкĕ пулĕ

«Ача амăшĕн мухтавĕ» медале 1998 çултанпа нумай ачаллă аннесене, пилĕк е ытла ача çитĕнтерекенсене, параççĕ. Пушкăртстанра пысăк званине сакăр пин ытла хĕрарăм тивĕçнĕ.
Медаль çумне укçа-тенкĕ премине те парса хавхалантараççĕ. Унччен маларах унăн виçи налук хурăннă хыççăн 17 241 тенкĕпе танлашнă. 2022 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тÿлев ÿсĕ – хĕрарăмсем 25 пин тенкĕ илĕç.
Ирида НОВИКОВА.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас