Новости
15 Декабря 2021, 06:25

Телейли пĕрре пулĕ, ыттисем те...

Çулталăкăн шутлă кунĕсем хыçа юлаççĕ. Çавна май 2022 çулшăн хаçат-журнал çырăнтармалли кампани те вĕçленсе пырать. Вăл декабрь уйăхĕн 20-мĕшĕччен тăсалать.

Телейли пĕрре пулĕ, ыттисем те...Телейли пĕрре пулĕ, ыттисем те...
Телейли пĕрре пулĕ, ыттисем те...

Апла пулсан, хисеплĕ вулакансем, шутлă кунсемпе усă курса хăвăра килĕшекен кăларăма çырăнма васкăр. Эпир çав шутра «Урал сасси» те пуласса шанатпăр. Çитес çул та пĕрлех пулар, савăнăçĕпе хуйхи-суйхине пĕрле пайлар.
«Урал сассин» çур çуллăх хакĕ 506 тенкĕ те 4 пуспа (индексĕ П2754) танлашать, çулталăка – 933 тенкĕ те 50 пус (П3362).
Хисеплĕ вулакансем, хаçата çырăннипе çеç çырлахмалла мар, лотерея вылявне хутшăнма йыхравлатпăр. Çавăнпа та сиртен «Урал сассине» çырăннине çирĕплетекен квитанцисене кĕтетпĕр. Вĕсене почта урлă конверт ăшне чиксе редакцин е электронлă адресĕпе ярса пама пултаратăр. 8 963 146 44 44 номерлĕ ватсаппа та усă курма май пур.
Лотерея вылявĕ вăхăтĕнче, паллах, кашнинех тĕп парне – çĕвĕ машини – лекес çук. Телейли пĕрре пулĕ, анчах та ыттисем те парнесĕр юлмĕç. Пурне те ăнăçу сунатпăр.
«Урал сасси» хаçат редакцийĕ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас