Новости
16 Декабря 2021, 05:20

Çăмăл автомобильпе фура çапăннă та...

Тутарстанри М-7 федераллă çул çинче инкек тăватă çыннăн пурнăçне татнă. Малтанхи кăтартусем тăрăх, вĕсем пурте Пушкăртстан çыннисем пулнă.

Çăмăл автомобильпе фура çапăннă та...Çăмăл автомобильпе фура çапăннă та...
Çăмăл автомобильпе фура çапăннă та...

«Татар-информ» информаци агентствипе республика прокурорĕн аслă пулăшаканĕ пĕлтернĕ тăрăх, Челябинск облаçĕн номерĕллĕ «Вольво» фура тата Пушкăртстан регионĕн номерĕллĕ «Шевроле» Актаныш районĕнчи Поисеево ялĕнчен аякра мар çапăннă. Çăмăл автомобилĕн хуçин тата виçĕ пассажирăн чĕрисем вырăнтах тапма чарăннă.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас